Хисеплӗ шкул ачисем, тата вӗсене вӗрентекенсем — «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература ӑмӑртӑвне хутшӑнса мала тухнисем! Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир тепӗр ҫул, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, чыслӑпӑр! Хаклӑ парнесемпе тивӗҫтересси, дипломсемпе чысласси хальхинче Ҫавал шывӗ хӗрринче ларакан авалхи Ҫӗрпӳ хулинче пулӗ — район администрациӗн акт залӗнче. Пуҫламӑшӗ — 10 сехет ҫурӑра (10:30).
Чӑваш халӑх сайчӗ кашни ҫӗнтерӳҫӗ валли хаклӑ парне хатӗрленӗ — ҫамрӑк ҫыравҫӑсен аллине ҫитессе кӗтеҫҫӗ! Мероприятие пурте вӑхӑтра ҫитессе шанатпӑр!
Адрес: Ҫӗрпӳ хули, Маяковский урамӗ, 12 ҫурт. Ҫитмелли схема.
Ыйтусем пулсан ыйтса пӗлмелли номерсем: 8-905-027-61-37 е 50-66-17 (Шупашкар) (Николай Плотникова ыйтмалла).

Юлашки вӑхатри ҫанталӑк уйрӑмлӑхне пула Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял ҫумӗнчи выльӑх ҫӳремелли вырӑнсене те куршанак темӗсем пусса илчӗҫ. Халӗ вӗсемпеле кӗрешме, касса-ҫулса купаласа курса ҫунтарма меллӗ. Ҫуркунне вӑхӑт та пулмасть, ҫамрӑк курӑк та таптанать.
Юпан 9-мӗшӗнче, вырсарникун, ял халӑхӗ хыт курӑкпа кӗрешме тухрӗ. Йышне пӑхса кашни пӗр 5-6 сотӑйран кая мар тасатрӗ, ҫапла май выльӑх-чӗрлӗх ҫӳремелли курӑк ӳсмелли вырӑн самай хитреленчӗ теме пулать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем хӑйсен ирӗкӗпе пушарҫӑсен ӗҫне хутшӑнакансене налук тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, укҫа-тенкӗ парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫакӑ район хыснишӗн тӑкаклӑ пулӗ, анчах урӑхла май ҫук. Тӑрук инкек сиксе тухсан аякра вырнаҫнӑ 29 яла ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ҫитеймесен те пултараҫҫӗ. Асаилтеретӗп, инкеклӗ ҫӗре вӗсен 20 минутран кая юлмасӑр ҫитмелле.
Хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан ҫынсене шалу тивӗҫмест. Патшалӑх ҫӑмӑллӑхсем пуласса шантарать. Ҫӗрпӳ районӗн депутачӗсем, сӑмахран, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене страхлама палӑртнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫӑлавҫӑ ҫемйине укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне пушар хуралӗнче тӑракансене ҫӗр налукӗнчен хӑтарма палӑртнӑ.
— Депутатсен йышӑнӑвӗ пур, — тет Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина. — Халӗ ятарлӑ службӑсем документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи хыснара асӑннӑ ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ пӑхса хурӑпӑр.
Халӗ Чӑваш Енре 759 дружина тата хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан 23 ушкӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ аварине лекнӗ ҫемьесене укҫа парса пулӑшӗҫ. Министрсен кабинечӗ резерв фондӗнчен 45 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Асаилтеретӗп, М-7 Мускав–Ӗпхӳ ҫул ҫинче Фольсксваген микроавтобуспа пысӑк тиевлӗ машина пырса ҫапӑннине пула 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене пытарас ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ҫӗрпӳ район администрацийӗ те пулӑшнӑ. Тавӑшкасси ялӗнчи Муткин ҫемйине муниципаллӑ бюджетран укҫа уйӑрса панӑ — инкекре вӗсем 5 ҫын ҫухатнӑ.

Паян кӑнтӑрла Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси патӗнче пысӑк автоавари пулса иртнӗ — 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек 15 сехет ҫывхараспа пулса иртнӗ — йӗпе асфальта пула Scania тиев машини ҫул ҫинче шума пуҫланӑ. Volkswagen микроавтобусӗн водителӗ ҫапӑнасран Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпер карлӑкӗ еннелле руле пӑрнӑ. Пӑтӑрмахра тиев машинине ертсе пыракан ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ — Volkswagen-тисен пурин те пырнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутра виҫӗ ачан та.

Ҫулла Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ялӗсенче те ял урамӗсен уявӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Нумай пулмасть ҫакӑн пек уяв Ӗмпӗрт Туҫа ялӗнче пулса иртрӗ. Кунӗ те ятарласа тенӗ пек ҫав тери хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ.
Ял уявне Головина Елена уҫрӗ. Унтан культура ҫурчӗн ҫумӗнчи пултаруллӑх ушканӗ «Пилеш» ятлӑ концертпа савӑнтарчӗ. Программӑра илемлӗ юрӑ-ташӑ, кулӑшла юптарусем, хайлавсем пулӗҫ. Ял ҫыннисем, килнӗ хӑнасем тӗрлӗрен ӑмӑртусенче хутшӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, кайран вара пулӑ шӳрпипе сӑйланчӗҫ.
Уявра чи ватӑ та сумлӑ участнике 84 ҫулхи Смирнов Александр Лаврентьевича, 80 ҫулхи Лебедев Рюрик Петровича, халӗ те паянхи кун та кил хушшинче выльӑхсемпе пыл хурчӗ те ӗрчетекене, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче илемлӗ кил-ҫурт типтерлӗх, йӗри-тавра илемлӗ чечексем ӳстерекенсене Мочалов Анатолий Викентьевичпа Зинаида Аверкиевнӑсем ҫак уявра парне илме тивӗҫле пулчӗҫ.
Юбилейсемпе ҫуралнӑ кунсемпе халалласа юрӑ-ташӑсем пулчӗҫ. Уяв ташӑ-юрӑпа вӗҫленчӗ. Раманкассинче пурӑнакансем пухӑннӑ хӑнасем савӑнӑҫлӑ пит куҫпа алран-алла тытӑнса килӗсене саланчӗҫ.

Ҫӗрпӳре революциччен тунӑ ҫуртсем сахал мар. Вӑл шутра Толмачев купсасен ҫурчӗ те. Ҫӗрпӳ районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра унта Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ куҫӗ — ун валли ятарласа темиҫе пӳлӗм уйӑрнӑ та ӗнтӗ.
Куҫнӑ музей ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле уҫӑлмалла.
| ҪУР | 05 |

Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
Республика кунне кашни ҫулах тӗп хуламӑрсӑр пуҫне пӗр-пӗр районта уявлаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак тивӗҫ Ҫӗрпӳ районне пырса тивет.
Ҫӗрпӳсем уява тӗплӗн хатӗрленнӗ — 23-24 кунсенче питӗ лайӑх канма пулӗ. Ыран, сӑмахран, йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмаркки ӗҫлеме пуҫлӗ — 18 сехетре уҫӗҫ. Ытти кӑсӑклӑ мероприятисене илес пулсан, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттерӗҫ: «Ман республика уявӗ» фотокурав (9 сехетре пуҫланать), «Тӑван урам, эс маншӑн чи хакли!» — ачасен ӗҫӗсен куравӗ (10 сехетре), «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне хутшӑнакансем савӑнӑҫлӑн утни («Кивӗ хула» каферен пуҫласа Советски урам тӑрӑх Ярмӑркка лапамне ҫити утӗҫ, 10 сехет те 15 минутра тапранӗҫ). Республика кунне 11 сехетре уҫӗҫ — «Пирӗн ярмӑркка тӗсӗсем» театрализациленӗ кӑтарту ирттерӗҫ. Ҫак вӑхӑтрах ярмаркка лапамӗнче тӗрлӗ куравсем ӗҫле пуҫлӗҫ: «Этнографи ялӗ» — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен куравӗ, «Ылтӑн алӑсем» — халӑх ӑстаҫисен ӗҫӗсен куравӗ, «Пирӗн кил картинче» — ял хуҫалӑх куравӗ. Спортсӑр иртмӗ — вӑл та пулӗ. Уйрӑмах стритбол енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ кӑсӑклӑ пулмалла — вӑл та 11 сехетре пуҫланмалла.
| ҪӖР | 12 |

«Салам, тӑван ялӑм!» ятпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче Ял кунӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче ял халӑхне уяв ячӗпе саламлама Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Егоров килсе ҫитнӗ. Ял пурнӑҫне аталантарнӑ ҫӗре пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене вӑл Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ тата уяв спонсорӗ Николай Михайлов та парнесемпе килнӗ. «Поддержка» страхлакан компанин специалисчӗсем хӑйсен яланхи клиенчӗсене хаклӑ парнесем панӑ.
Ҫак уяв кунӗнче районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Цивиляночка» халӑх ансамблӗ хӑйсен уҫӑ та янӑравлӑ юррисемпе ҫынсен чунӗсене тыткӑнланӑ, ташӑҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ, ял халӑхӗ вӗсемпе пӗрле ташласа–юрласа савӑннӑ. Уяв вӑхӑтӗнче пурте техӗмлӗ шӳрпепе сӑйланнӑ.
